
И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн ректорӗ Андрей Александров нумаях пулмасть 60 ҫул тултарнӑ. Ҫав ятпа ӑна, Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ пулнӑ май, парламентӑн черетлӗ, 43-мӗш сессийӗнче, саламланӑ. Кун пирки чӑваш парламенчӗн спикерӗ Леонид Черкесов халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче хыпарланӑ.
Андрей Юрьевич Адыгей автономи облаҫӗн тӗп хулинче 1966 ҫулти ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Майкоп хулинче ҫуралнӑ. Вӑл – ученӑй-экономист, правовед, историк. Унӑн ашшӗ-амӑшӗ Чӑваш Енрен. Ашшӗ Шупашкар районӗнчи Паҫпак ялӗнче ҫуралнӑ, амӑшӗ – Советски поселокӗнче.
Андрей Александров, сӑмах май каласан, иртнӗ ҫул уйӑхсерен вӑтамран ҫур миллиона яхӑн тенкӗ ӗҫлесе илнӗ. Тӗрӗсрех каласан, 486 пин тенкӗ.

Шупашкар округӗнчи Тутаркасси ялӗнче пурӑнакан сусӑр ҫыннӑн енчӗкӗ ҫухалнӑ. Унта вара 40 пин тенкӗ тата паспорт пулнӑ.
Шупашкарти полицейскисем ку ӗҫе кам тунине ҫийӗнчех тупса палӑртнӑ. Вӑл – 38 султи хӗрарӑм, ун патне хӑнана килнӗскер.
Оксана Самсон участковӑй тата оперативниксем вырӑна тӳрех ҫитнӗ. Вӑрра «йӗрӗпе» тупнӑ. Ҫак хӗрарӑм сусӑр ҫын ӑна шыв ярса панӑ чухне унӑн енчӗкне йӑтса тухса кайнӑ. Укҫана та, паспорта та хуҫине тавӑрса панӑ.

Чӑваш Енри тӳре-шара VPN пулӑшӑвне туянассине пӗлтернӗ. Тата тӗрӗсрех каласан, Шупашкар районӗнчисем. Асӑннӑ муницпалитет округӗн администрацийӗ VPN пулӑшӑвӗшӗн 1,4 миллион тенкӗ тӳлеме хатӗр. Асӑннӑ ҫыхӑну каналӗ Пӗрлехи дежурствӑпа диспетчер службипе ҫыхӑнма кирлӗ иккен.
Асӑннӑ пулӑшӑвӑн пуҫламӑш хакне 1,4 миллион тенкӗ тесе кӑтартнӑ. Унпа «Безопасный город» (чӑв. Хӑрушсӑр хула) камерисенчи даннӑйсене пама тата вырнаҫтарнӑ сиренӑсене ӗҫлеттерме усӑ курӗҫ. Даннӑйсене парас хӑвӑртлӑх ҫеккунтра 10-70 Мбитран кая пулмалла мар.
Пулӑшӑва 2026 ҫулхи ҫертме уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа 2027 ҫулхи пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗччен кӳмелле.

Чӑваш Енри икӗ тантӑш, хӗрпе каччӑ, ултавҫӑсене ӗненсе ҫын пурлӑхне вӑрлама тухса кайнӑ. Пӑтӑрмаха ҫакланнисем — аслӑ шкулта вӗренекен каччӑ тата колледжра вӗренекен хӗр.
Вӗсем патне вӗренӳ заведенийӗн деканатӗнчен тесе шӑнкӑравланӑ имӗш, смс-ҫырупа килнӗ кода калама ыйтнӑ. Кайран вӗсем патне патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗн, Тӗп банкӑн, Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин ӗҫченӗ текенсем шӑнкӑравланӑ. Вӗсене укҫана тата терроризма спонсор пулса пулӑшнинчен явап тытасран ҫӑлса хӑварма шантарнӑ.
Улатӑр каччи ултавҫӑсене 170 пине яхӑн тенкӗ куҫарса панӑ, ҫав шутра — амӑшӗн картти ҫинчен те. Унтан ӑна «йӗрке хуралҫисем» Украинӑн хӗҫпӑшаллӑ ҫарне пулӑшнӑ ҫынсен хваттерӗнче укҫа шырама хушнӑ.
Вӑрӑ шухӑшлӑ хӗре кил хуҫи хӑй тытса чарнӑ. Вӑл Шупашкар районӗнчи ҫурта кӗме тӑнӑ.
Ҫамрӑксене иккӗшне те суд тенкелӗ ҫине лартнӑ. Анчах тӗрмене хупса хумасӑр явап тыттарма йышӑннӑ.

Шупашкар районӗнчи ялсенче нимелле ҫул юсаҫҫӗ. Укҫан пӗр пайне халӑхран пухнӑ, ыттине — республика тата муниципалитет хыснинчен уйӑрнӑ. Вырӑнти администрацин хӑтлӑх кӳрессипе тата территорие аталантарассипе ӗҫлекен управлени 11,5 миллион тенкӗлӗх контракт алӑ пуснӑ. Ӗҫе пурнӑҫлакана Мускавран тупнӑ.
Мускаври подряд организацийӗн ҫулсене ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнчен юсаса пӗтермелле.
«Автомобиль ҫулӗсене юсасан транспорт инфраструктури лайӑхланӗ, ку вӑл ялсенче пурӑнакансемшӗнех лайӑх», – тенӗ республикӑн Тариф енӗпе ӗҫлекен патшалӑх службӑн ертӳҫи Сергей Егоров.

Шупашкар районӗнчи Хосантайра пурӑнакансем ялти пӗчӗк юханшыв таса марришӗн пӑшӑрханаҫҫӗ. Кун пирки «ПроГород» хаҫат пӗлтернӗ.
Хосантай ялӗпе юхса иртекен пӗчӗк юханшыв юлашки вӑхӑтра ҫуллӑ-хура тӗсленсе кайнӑ.
«Юханшыв иккӗмӗш кун ӗнтӗ мазутлӑ. Вӑл ялти пӗвене лекет. Ним те тумасан вӑл Ункӑ юханшывне юхса ҫитет, кайран Атӑла юхса тухать», — пӑшӑрханаҫҫӗ канӑҫсӑр чунлӑ ял ҫыннисем.
Маларах асӑннӑ ҫӑлкуҫри кӗске хыпарта мазут ялти юханшыва ӑҫтан лекнине каламан. Ку ыйтӑвӑн хуравне яваплӑ специалистсем ятарлӑ тӗрӗслев ирттерсен тупса палӑртма пултарӗҫ.

Чӑваш Ен каллех «Раҫҫейри ҫулталӑк йывӑҫӗ» пӗтӗм Раҫҫейри конкурса хутшӑнать. Хальхинче конкурсра Шупашкар округӗнче Карачура лесничествинче ӳсекен Киремет-юман тупӑшать.
Юман — Кӑшавӑш ялӗнчен инҫех мар. Вӑл 300 ҫула яхӑн ӳсет. Ҫӳллӗшӗ – 30 метр. Унӑн пӗлтерӗшӗ те хӑйне евӗр: хӑв вӑхӑтӗнче унта чӑвашсем йӑла-йӗрке туса ирттернӗ, вӑл вӗсемшӗн сӑваплӑ йывӑҫ шутланнӑ.
Сасӑлав ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗччен пырать. Чӑваш юманӗшӗн сасӑлас тесен rosdrevo.ru сайта кӗрсе 73-мӗш номере тупмалла.
Аса илтерер: 2023 ҫулта Муркаш округӗнчи 327 ҫулти юман ҫӗнтернӗ, уншӑн 21571 ҫын сасӑланӑ.

Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центра пырса ҫӳрекен ватӑсем курса ҫӳреме питех те юратаҫҫӗ. Шӑпах вӗсем валли учрежденире «Социаллӑ туризм» проект ӗҫлет. Ҫул ҫӳреме юратакансене ҫавна май хамӑр республикӑри кӑсӑклӑ вырӑнсемпе паллаштараҫҫӗ, кӳршӗллӗ регионсене те тухса ҫӳреҫҫӗ.
Ӗнер ӳрӗк ватӑсем Шупашкар районӗнчи «Ясна» этнокомплексра пулса курнӑ. Унта ҫитсен вӗсене чӑвашла тумлантарнӑ, кайран вӗсем комплекспа паллашнӑ. Комплекспа кӑна та мар, тӑван халӑх историйӗпе, культурипе, юрри-ҫеммипе, юмахӗ-халапӗпе.
«Яснаран» пирӗн пенсионерем питех те хавхаланса таврӑнчӗ. Мӗн чухлӗ ҫӗннине пӗлтӗмӗр тесе савӑнчӗҫ», — тесе пӗлтернӗ центрӑн специалисчӗ Алешева.

Чӑваш Енри паллӑ ӑсчах, Никита Бичурин, ҫуралнӑранпа килес ҫул 250 ҫул ҫитӗ. Ҫавна май республикӑра ку пулӑма анлӑн палӑртасшӑн. 2025 ҫулхи раштав уйӑхӗнче республика Элтеперӗ ятарлӑ Хушу та кӑларначчӗ. Халӗ вара йӗркелӳ комитетне палӑртнӑ. Йыша тӗрлӗ министерствӑри тӳре-шарана, аслӑ шкулсен ректорӗсене, Сӗнтӗрвӑррипе Шупашкар тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсене¸Чӑваш Енпе Шупашкар митрополитне тата ытти ҫынна кӗртнӗ.
Никита Бичурин (Иакинф) 1777 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 29-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Вӑл 1953 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 11-мӗшӗнче вилнӗ, ӑна Питӗрте пытарнӑ.
Раҫҫейри паллӑ синолог тата монголовед Хусанти тӗн академийӗнчен вӗренсе тухнӑ, 1800 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 18-мӗшӗнче манах пулса тӑнӑ. 1808-1821 ҫулсенче Китайри Пекин хулинче Вырӑс тӗн миссийӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ. Китай чӗлхине лайӑх пӗлнӗ, китай чӗлхипе ҫырнӑ истори, географи, лингвистика, этика, философи, юриспруденци, астрономи, медицина тата ял хуҫалӑх трактачӗсене вырӑсла куҫарнӑ.

Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫӗр ишӗлсе пырать. Вырӑнта пурӑнакаенсем ҫав пулӑм хӑйсен ҫурчӗсем патне ҫитесрен хӑраҫҫӗ.
Ҫӗр унти Ольдеево ялӗнчи Зелинский урамӗнче ишӗлсе пырать иккен. Ҫырма хӗрринчи тӑпра ишӗлсе пырать. Ҫул леш енче вара ҫынсен уйрӑм ҫурчӗсем вырнаҫнӑ.
Ҫӗр ишӗлекен вырӑна специалистсене чӗнсе илнӗ. Вӗсем ҫутҫанталӑкӑн ҫак пулӑмне сӑнама ятарлӑ паллӑсем вырнаҫтарнӑ. Вырӑнти администрацире ҫӗр ишӗлнине хирӗҫ ятарлӑ мера йышӑнма палӑртаҫҫӗ, ун валли вӗсем план туса хатӗрлесшӗн. Ҫӗр ишӗлнине хирӗҫ туса ирттерекен ӗҫсене кансӗрлесрен ҫынсене унта машинӑсем лартма чарнӑ.
Сӑмах май каласан, кӑҫал ҫуркунне ҫынсем Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫеҫ мар, Шупашкарта та, Шупашкар районӗнче те ҫӗр ишӗлсе пынине асӑрханӑ.
